
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын инветсиципе тупӑш курас тенӗ те хӑй пухса пынӑ 1,6 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Сӑмах май каласан, арҫын пӗр предприятире тӗп инженерта ӗҫлекенскер иккен. Анчах ултавҫӑсем такама та шӑнман пӑрпа лартса яма пултараҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра вӑл тӗнче тетелӗнче унпа палламан ҫын калаҫу пуҫарнӑ. Хӑйӗнпе менеджер тесе паллаштарнӑ ҫын нефть компанине инвестици хывса тупӑш курма пулать тесе ӗнентернӗ. Тӗп инженер 1,6 миллион тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, инвестиципе илнӗ тупӑшпа машина туянма ӗмӗтленнӗ. «Хушма тупӑш» пирки вӑл чылайччен никама та пӗлтермен.

Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Мамире пурӑнакан Лидия Николаева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Лидия Ефимовна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл «Цивиль» колхозра ӗҫлесе тава тивӗҫлӗ колхозница ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем мӑшӑрӗпе Алексей Николаевичпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Юбиляра саламлама «Улах» ансамбль килнӗ.

Канаш округӗнче пурӑнакан Павловсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Округри ЗАГС ӗҫченӗсем юбилярсене округ пуҫлӑхӗн ятӗнчен Валерий Черновран саламланӑ.
Григорий Ильичпа Людмила Варфоломеевна виҫӗ ачана воспитани парса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ тивӗҫлӗ канӑва тухиччен бухгалтерта ӗҫленӗ, кил ӑшшин управҫи вӗрентекен тата шкул директорӗ пулнӑ. Вӗсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ – 91 ҫул.
Саламлатпӑр юбилярсене!

Чӑваш Енри мӑшӑр Ефимовсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ! Илья Никонорович тата Минадора Никитична Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Вӗсен икӗ хут пысӑкрах савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫав кунах Минадора Никитична 93 ҫул тултарнӑ. Ҫемье пуҫӗ - 95 ҫулта.
Ефимовсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 5 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа Дмитрий Крылов ертсе пыракан «Непутевые заметки» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ. Кӑларӑм 9 сехет те 10 минутра пуҫланать. Малалли ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.
Кӑларӑмра чӑвашсен культури, ӗлӗкхи йӑли-йӗрки, еткерӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Канаш округӗсенче пулнӑ.

Паян Сӑр юхан шывӗнче 12-ри хӗрачан виллине тупнӑ. Ӑна шырас ӗҫе нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Шӑпах вӗсем тупнӑ ӑна.
Нимеҫӗсем хӗрача виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Аса илтерер: ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Ача ун чухне тантӑшӗсемпе шыва кӗме кайнӑ. Анчах вӑл ишме пӗлмен. Хӗрача тӑрук тарӑн ҫӗре лексе шыв айне кайнӑ. Тантӑшӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, анчах май килмен.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ.

Улатӑр тӑрӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман, шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17 ҫулти ҫамрӑк путса вилнӗччӗ. Унччен маларах Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника.

Ӗнер каҫхине Канаш округӗнчи Сухайкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ.
Унӑн несӗлӗсем Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилт ялӗнчен тухнӑ. Ҫавна май унта ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче асӑну хӑми уҫнӑ. Кун пирки Ольга Туркай радиожурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Республикӑри профессионаллӑ писательсен Союзӗ тата ял халӑхӗ тӑрӑшнипе (чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫине тӑнипе) кунта Асӑну хӑми уҫрӗҫ. Шупашкартан чӑваш халӑх писателӗ, Союз ертӳҫи С. Л. Павлов, чӑваш халӑх поэчӗсем С. В. Асаматпа Р. В. Сарпи, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем О. М. Цыпленковпа О. Н. Туркай хутшӑнтӑмӑр», — хыпарланӑ Ольга Туркай.
